Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Пайраш (Садиков) Кузьма Ильич
Пайраш (Садиков) Кузьма Ильич
(1906-1974)

1906 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Муркаш районне кĕрекен Вускассинче çуралнă. Малтан пуçламăш шкулта, унтан Анат Кĕнерти сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. 1927 çулта Шупашкарти парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1925 çулта ăна "Канаш" хаçат редакцине ĕçлеме илнĕ, каярахпа "Çамрăк хресчен" хаçат редакцийĕн яваплă секретарĕ пулма уйăрса лартнă. 1929 çулта Мускава медицина институтне вĕренме кайнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул хушши Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр больницинче врач пулса ĕçленĕ, кайран Шупашкарти республика больницине куçнă.

Вăрçă вăхăтĕнче Инçет Хĕвелтухăçĕнчи куçса çÿрекен госпитале ертсе пынă. 1945 çулта 2-мĕш фронтпа Япони çарне аркатнă çĕре хутшăннă.

"Çамрăк коммунист" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ чухне фельетонсем, очерксем, калавсем тата драмăллă хайлавсем çырнă. Чăваш драма театрĕн сцени çинче "Чавса çывăх та çыртма çук", "Юлташсем" пьесисемпе спектакльсем лартнă.

Нумай çул хушши сывлăха сыхлас енĕпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ята панă.

Тĕп кăларăмсем: "Калавсем", "Лайăх эмел", "Лида йăнăшĕ", "Çул çинче", "Телейсĕр кунсем" т. ыт. те.

1974 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.