Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Абаш Степан Павлович
Агаков Леонид Яковлевич
(1910-1977)

1910 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕнне кĕрекен Çуткасси ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Етĕрнери вăтам шкулта, унтан педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. "Канаш" хаçатăн литература сотрудникĕ, "Хатĕр пул" журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, Чăваш çыравçисен Союзĕн правлени председателĕ, "Коммунизм ялавĕ" хаçатпа "Капкăн" журнал редакцийĕсен литература пайĕн ертÿçи, "Тăван Атăл" альманах редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Шупашкарти театр техникумĕнче вĕрентнĕ, Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ çумĕнчи ÿнер ĕçĕсен управленийĕн аслă инспекторĕ пулса ĕçленĕ.

1938 çулта ăна çара илнĕ, унта вăл Совет Союзĕпе Финлянди хушшинчи вăрçăна хутшăнса аманнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтра çапăçнă. Малтанах рота командирĕ пулнă, унтан ăна дивизири хаçат редакцине ĕçлеме куçарнă. Вăрçă пурнăçĕ çинчен очерксем çырнă, фронтри хаçатсенче тата республикăри хаçат-журналсенче пичетленнĕ. Ăна çапăçури хастарлăхшăх Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.

Паллă прозаик, драматург тата кулăшçă. Халăх çыравçи тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Ачасем валли приключениллĕ хайлавсем çырас ĕçре нумай вăй хунă. Вăтăр ытла кĕнеке кăларнă, вĕсем хушшинче романсем те, повеçсемпе калавсем те, пьесăсемпе фельетонсем те, тĕрлĕрен статьясем те пур. Драма жанрĕнче те хастар ĕçленĕ. Чăваш литературинчи индустри темипе çырнă пĕрремĕш пьесăн авторĕ тата паллă кулăш ăсти.

Тĕп кăларăмсем: "Вăрçă ачисем", "Вăрçă кĕрленĕ чух", "Вăрттăн упăшка", "Кулас килет", "Пĕрре çуркунне", "Салтак ачисем", "Чи хакли", "Ылтăн вăчăра", "Юманлăхра çапла пулнă", "Всерьез и в шутку", "Золотая цепочка", "Солдатские дети" т. ыт. те.

1977 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.