Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Сандров (Александров) Николай Александрович
Сандров (Александров) Николай Александрович
(1922-1989)

1922 çулхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Тăвай районне кĕрекен Чÿкçырми ялĕнче çуралнă. Малтан Вăрманхĕрринчи пуçламăш шкулта, унтан саккăрмĕш класа çитиччен Тăвайĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. 1936 çулта Шупашкарти строительнăй техникума вĕренме кĕнĕ, анчах виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн унтан пăрахса таврăннă.

1942 çулта çара кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинград, Волхов, I-мĕш тата II-мĕш Прибалтика фрончĕсенче тупă командирĕ пулса çапăçнă. Ленинград, Новгород, Двинск, Рига хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Аманнă. Ăна "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн Томскри артиллери училищинчен вĕренсе тухнă. 1946 çулта çартан таврăннă, малтан хăйсен ялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта, унтан КПСС Тăвай райкомĕн агитиципе пропаганда пайĕнче ĕçленĕ. 1948-1951 çулсенче И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче вĕреннĕ. 1951-1958 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче редактор пулнă. Çав çулсенче литература ĕçне тытăннă.

Пурĕ 10 ытла поэзи кĕнеки пичетлесе кăларнă. Унăн чылай сăввисене композиторсем юрра хывнă. Вĕсенчен уйрăмах çаксем анлă сарăлнă: "Ăçта каян, куккук", "Санпа курса калаçмасан", "Пахчи, пахчи, хăмла пахчи" тата ыттисем. Вырăс тата ытти халăх çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ. Н. Чернышевский, З. Воскресенская, Т. Шевченко, Я. Купала, К. Хетагуров, М. Джалиль тата ыттисен сăввисене куçарнă. Вĕсем хушшинче Р. Гамзатовăн "Лирика" тата К. Кулиевăн "Аманнă чул" сăвăсен пуххисем паллă вырăн йышăнаççĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Сăвăсемпе поэмăсем", "Тул çутăлать", "Пилĕк çăл таппи", "Ăрша вылять", "Таса тÿпе", "Светлая мечта" т. ыт. те.

1989 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.