Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Тукташ (Семенов) Илья Семенович
Тукташ (Семенов) Илья Семенович
(1907-1957)

1907 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Элĕк районне кĕрекен Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти парти шкулĕнче, Самарти геолого-разведывательнăй институтра вĕреннĕ. Элĕк вулăсĕнчи комсомол комитечĕн секретарĕнче, "Хатĕр пул" журнал редакцийĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче, "Колхозник" хаçат сотрудникĕнче, Чăвашсен наукăпа тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕнче ĕçленĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Илья Тукташ дивизи хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ. Вăрçăран йывăр чирлесе килнĕ.

И. Тукташ ячĕ халăх хушшинче паллă ят. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл сăвăсемпе юрăсем, поэмăсемпе драмăсем, повĕçсемпе калавсем, юмахсемпе халапсем, ачасем валли те аслисем валли те нумай çырнă. Унăн нумай сăввине композиторсем юрра хывнă. Çыравçă илемлĕ очерксем те сахал мар çырнă, пĕрремĕш очеркĕсем: "Пĕрремĕш çĕнтерÿ", "Çамрăк колхозниксем".

К. Иванов, Н. Ваçанкка, С. Элкер пултарулăхĕ çинчен критикăллă статьясем çырнă. Чăваш халăхĕн авалхипе хальхи юрри-сăввисене, халапĕ-юмахĕсене пухас тата тишкерес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Вăл пухса хатĕрленĕ "Чăваш фольклорĕ" кĕнеке икĕ хутчен пичетленсе тухнă. Çыравçă Иван Ивникпе пĕрле "Игорь полкĕ çинчен хунă юрă" вырăс эпосне куçарнă. М. Шолоховăн "Лăпкă Дон" романне, М. Горькин "Хĕрпе вилĕм" тата "Кăйкăр çинчен хунă юрă" калавĕсене, В. Лебедев-Кумач, С. Алымов юррисене, В. Шекспир сонечĕсене вырăсларан чăвашла куçарнă. Шкул валли вĕренÿ кĕнекисене хатĕрленĕ çĕре те нумай хутшăннă. Чăваш Республикин гимнĕн сăмахĕсен авторĕ.

Тĕп кăларăмсем : "Çĕр хуçисем", "Сăвăсемпе юрăсем", "Хĕвел", "Вăкăр çырми", "Октябрь çилĕ", "Пĕрремĕш çĕнтерÿ" т. ыт. те.

1957 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.