Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Уйп (Шумилов) Михаил Данилович
Уйп (Шумилов) Михаил Данилович
(1911-1970)

1911 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шупашкар районне кĕрекен Мăштавăш ялĕнче çуралнă. 1923 çулта Шăнкасри пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, Шупашкарти коммуна шкулне кайса кĕнĕ. 1927-1930 çулсенче Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1930 çулта ăна Горький хулинчи педагогика институтне вĕренме янă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн 1933 çулта Шупашкарти ялхуçалăх рабфакĕнче истори вĕрентекенĕ пулнă. 1933-1935 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. 1935-1939 çулсенче малтан "Сунтал" журнал редакторĕн çумĕ, унтан Чăваш çыравçисен Союзĕн правленийĕн председателĕ пулса ĕçленĕ.

1939 çулта ăна каллех Хĕрлĕ Çара илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи не хутшăннă, каярахпа Куйбышевра, унтан Мускавра çар чаçĕсенче политработник пулнă. "Вăрçăри паттăр ĕçсемшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти мадальсемпе наградăланă.

1952-1954 çулсенче Чăваш çыравçисен Союзĕн правлени председателĕ, 1954-1956 çулсенче – "Тăван Атăл" альманах редакторĕ, 1958-1963 çулсенче Чăваш çыравçисен Союзĕн правлени секретарĕ тата литература консультанчĕ, 1968-1970 çулсенче – Чăваш çыравçисен Союзĕн правленийĕн яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.

Поэт, прозаик, куçаруçă, обществă деятелĕ пулнипе паллă. 1934 çултанпа СССР çыравçисен Союзĕн членĕ. Пĕрремĕш хайлавĕсем 1925 çулта "Канаш", "Çамрăк коммунист" хаçатсенче, "Ĕçлекенсен сасси" журналта пичетленнĕ. 1930 çулта "Автозавод" ятлă сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă. Уйрăмах çыравçăн лирикăллă сăввисем ăнăçлă пулса тухнă, "Çурçĕр çăлтăрĕ" сăвви чи вăйлă та илемлисенчен пĕри.

Çирĕм ытла кĕнеке авторĕ. Вырăсларан чăвашла М. Горький, А. Чехов, М. Шолохов, Я. Купала, Джамбул хайлавĕсене куçарнă. Шупашкарти КПСС хула комитечĕн членĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă. Литературăра ăнăçлă ĕçленĕшĕн икĕ хутчен Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Шупашкарти пĕр урама сăвăç ятне панă.

Тĕп кăларăмсем: "Ачалăх кунĕсем", "Илĕртÿллĕ инçет", "Инçе çулсем тăрăх", "Лирика", "Çамрăк вăй", "Çутă çул", "Светлый путь" т. ыт. те.

1970 çулта юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.