Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Уяр Хведер
Уяр Хведер (Афанасьев Федор Eрмилович)
(1914-2000)

1914 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Самар облаçĕн Исаклă районĕнчи Сухари-Матак ялĕнче çуралнă. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Самар хулинчи икĕ сыпăклă шкулта, Хабаровскри педагогика техникумĕнче, Благовещенск хулинчи тата Шупашкарти педагогика институчĕсенче вĕреннĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче пуçламăш шкулта, Красноармейски, Çĕрпÿ районĕсенчи вăтам шкулсенче ачасене вырăс чĕлхи вĕрентнĕ, Чăвашрадиокомитетĕнче литература сотрудникĕ пулса ĕçленĕ.

1942 çул пуçламăшĕнче фронта кайнă. Брянск тата Воронеж фрончĕсенче çапăçнă. Аманнă. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна III степеньлĕ Мухтав орденĕ тата икĕ медаль парса чысланă. Вăрçă хыççăн "Капкăн" журнал редакцийĕн литература пайĕн заведующийĕ, Кĕнеке палатин директорĕ пулса ĕçленĕ.

Проза тата очерк жанрĕсемпе çырнă, куçаруçă. Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тытăннă. Унăн пултарăвĕнче чи тарăнрах палăрнă пулăм вăл – этем чунĕнчи хусканусене тишкерÿ майĕпе тĕпченни. "Таната" роман – çыравçăн уйрăмах паллă хайлавĕсенчен пĕри. Ку романра автор 1842 çулта чăваш çĕрĕнче пулса иртнĕ хресченсен пăлхавне анлăн сăнласа кăтартнă.

Проза ăсти литературăри аслă юлташĕсене И. Мучие, И. Тăхтине, Ç. Элкере, Л. Агакова тата ыттисене аса илсе 40 яхăн кĕнекесемпе статьясем çырнă. Иван Мучипе пĕрле "Русские писатели о чувашах" (1945) кĕнеке тата "Чувашская литература дооктябрьского периода" (1946) хрестомати хатĕрленĕ.

РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă, ăна "ЧАССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Чăваш халăх писателĕ" хисеплĕ ятсем панă.

Тĕп кăларăмсем: "Сукмак", "Виçĕ кун, виçĕ каç", "Шурча таврашĕнче", "Таната", "Çул кĕнеки", "Кĕрхи çумăр", "Дороги дальние", "Одно слово" т. ыт. те.

2000 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.