1925 çулхи юпан 19-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Павла районне кĕрекен Тăмпарлă ялĕнче çуралнă. 1942 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çара кайиччен Удмурт Ташлăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта удмурт чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1943-1945 çулсенче Совет Çарĕнче пулнă. Çарпа пехота училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн авиадесант тата пехота çарĕсенче хĕсметре тăнă. Карели çĕрне тăшмансенчен хăтарнă çапăçусене хутшăннă.
1945-1951 çулсенче тăван ялĕнче шкулта ĕçленĕ, кайран Пĕкĕлмери учительсем хатĕрлекен институтра вырăс чĕлхипе литератури уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1951-1960 çулсенче Павлă районĕнчи "Знамя" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ: редактор çумĕ, кайран редактор пулнă. 1960 çулта вăл каллех учитель ĕçне куçнă.
Çырас ĕçе вăл ача чухнех тытăннă. Унăн малтанхи сăввисем хăй вуникĕ çулта чухнех "Пионер сасси" хаçатпа "Хатĕр пул" журналта пичетленнĕ. Драматурги жанрĕпе те чылай ĕçленĕ. 1948 çулта Л. Родионов драматургпа пĕрле "Колхоз хĕрĕсем" пьеса çырнă. Унăн нефтяниксен пурнăçĕ çинчен каласа паракан "Йăваш Петĕр" пьеси 1960 çулта драмăллă хайлавсен конкурсĕнче хавхалантару премине илнĕ.
К. Ивановăн "Нарспи" поэмипе А. Алган "Шыв арманĕ" легендине тата П. Осиповăн "Айтар" драмине удмуртла куçарнă, вĕсене Ижевск хулинче "Молот" журналта пичетлесе кăларнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче удмурт çыравçисен хайлавĕсене чăвашла чылай куçарнă, вĕсенчен В. Садовниковăн "Чăнкă çыран хĕрринче" комедийĕпе А. Клабуковăн "Пĕчĕк Макçи" поэми паллă.
III степеньлĕ Мухтав орденĕпе, медальсемпе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн тата Тутар АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Тĕп кăларăмсем: "Вутлан", "Пирĕн интернат", "Сăвăсем", "Çурхи аслати", "Çунатлă çамрăклăх", "Юманлăх çулçă тăкмарĕ" роман, "Живем в гостях" т. ыт. те.
1985 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Павлă поселокра вилнĕ.