Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Ржанов Василий Тимофеевич
Ржанов Василий Тимофеевич
(1915-2009)

1915 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Муркаш районне кĕрекен Вăрманкас-Шашкарта çуралнă. Каршлăхри хресчен çамрăкĕсен шкулĕнчен, Ленинградри театр институтĕнчен, Мускаври А.М. Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Хăйĕн тăван ялĕнче чухăнсемпе вăтам хресченсене колхоза пĕрлештерес ĕçе хутшăннă, "Крестьянская газета", "Канаш", "Красная Чувашия" хаçатсен активлă ялкорĕ пулнă. "Союзпечать" организацин республикăри уйрăмĕн директорĕ, "Красная Чувашия" хаçат редакцийĕн корреспонденчĕ, Халăх Комиссарĕсен Совечĕ çумĕнчи Ўнер ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕ, "Советская Чувашия" хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ, республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ, Чăваш АССРĕнчи Мире хÿтĕлекенсен Комитечĕн яваплă секретарĕ, Чăваш патшалăх академи театрĕн литература пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Политруксен курсĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Калинин, Брянск, Белорусси фрончĕсенче çăпăçнă, "За Родину", "За Победу" хаçатсен вăрçă корреспонденчĕ, тата 331-мĕш стрелковăй полкăн Хĕрлĕ Ялавлă 96-мĕш Гомель дивизийĕн агитаторĕ пулнă, салтаксен паттăрлăхĕ çинчен çивĕч очерксемпе статьясем çырнă. 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче Варшава çывăхĕнче йывăр аманнă.

Вăрçăри паттăрлăхшăн "Хĕрлĕ Ялав", "Хĕрлĕ Çăлтăр" тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I-степеньлĕ орденĕсемпе тата çичĕ медальпе наградăланă.

"Тĕнче çаврăнать" драма – унăн пултарулăхĕнчи чи лайăх хайлавсенчен пĕри. Çивĕч фельетонсем çырма ăстаскер, драма жанрĕпе те сатирăллă хайлавсем пĕрре кăна мар çырнă.

Пĕтĕм тĕнчери Мир Совечĕн Хисеплĕ кĕмĕл медалĕпе, Совет Союзĕнчи Мир Фондчĕн "Миршĕн кĕрешекен" ылтăн медалĕпе, ГДР тата Польшăн Мир Совечĕсен медалĕсемпе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградаланă. "Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята панă.

Тĕп кăларăмсем: "Сĕм вăрмантан", "Пĕр пайлă пьесăсем", "Тĕнче çаврăнать", "Эндип", "Своими глазами" т. ыт. те.

2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.