1906 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районне кĕрекен Хутар салинче çуралнă. 1922 çулта ялти ултă çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. 1924 çулхи кĕркунне Шупашкарти рабфака вĕренме кĕнĕ. 1927-1930 çулсенче Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ университетăн историпе философи факультетĕнче вĕреннĕ. 1931-1934 çулсенче – Шупашкарти рабфак директорĕ. 1934 çулта Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. 1937 çултан пуçласа вăрçă пуçланичченех вăл Чăваш кĕнеке издательствинче политикăпа çыхăннă литературăна чăвашла куçарса тата редакцилесе кăларакан комиссире ĕçленĕ.
1941-1945 çулсенче фронтра пулнă, ахаль салтакран гварди капитанне çитнĕ, дивизи хаçатĕнче редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. Ленинград блокадине татса тухнă чухнехи хаяр çапăçусене хутшăннă. Çыравçă-салтака Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I тата II степеньлĕ орденĕсемпе, "Хăюлăхшăн", "Ленинграда хÿтĕленĕшĕн", "Прагăна ирĕке кăларнăшăн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн каллех пичет ĕçĕнче: малтан – кĕнеке издательствин аслă редакторĕ, унтан – Чăваш çыравçисен Созĕн правленийĕн яваплă секретарĕ, тата "Ялав" журнал редколлегийĕн членĕ, каярахпа – КПСС обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пичет секторĕн заведующийĕ. 1962 çултанпа литература ĕçĕпе пурăннă.
Литература ĕçне сăвăсенчен тытăннă. Пĕрремĕш сăввисем 1925 çулта пичетленнĕ. 1930 çулта "Хура тар" ятлă сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă. 1963 çулта "Чăваш литературин сăн-сăпачĕ" ятпа кăларнă кĕнеки вулакансене чăваш литературин çул-йĕрĕпе паллашма нумай пулăшать. Чăваш поэзине никĕсленĕ К.В. Ивановпа Çеçпĕл Мишшин, П. Хусанкайпа Я. Ухсайăн тата ытти нумай чăваш çыравçисен пултарулăхне тĕплĕн те анлăн тĕпченĕ. И.Я. Яковлевпа И.Н. Ульянов хушшинчи туслăх çинчен çырнă "Ĕмĕрех пархатарлă туслăх", "Пархатарлă туслăх" кĕнекесем те тăван халăх культурин историне тĕпчес тĕлĕшпе тунă паллă ĕçсенчен малтанхисем шутланаççĕ. 1950 çулта "Ваттисен сăмахĕсемпе сутмалли юмахсем" кĕнеке тухнă, ăна тепĕр хут çĕнетсе 1957 çулта "Юмах ярăп, юптарăп" ятпа кăларнă.
Проза жанрĕпе те нумай çырнă. Вырăсларан чăвашла куçарас тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕ. В.И. Ленин, А.С. Пушкин, И.Я. Франко, И.С. Тургенев, К.Д. Ушинский тата ыттисен хайлавĕсене те куçарса кăларнă.
Çирĕм ытла кĕнеке авторĕ, вĕсем хушшинче: "Ачаранпах", "Çуралнă çĕршывра", "Тĕлĕнмелле винтовка", "Пирĕн çывăх юлташ", "Çурхи калавсем", "Чăваш халăх поэчĕ К.В. Иванов", "Идеи и образы чувашской литературы" т. ыт. те.
Литературăра нумайранпа тата ăнăçлă ĕçленĕшĕн "Хисеп палли" орденпа, РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Ăна "Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" тата "РСФСР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем панă.
1990 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.