Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Малгай Иван Григорьевич
Малгай Иван Григорьевич
(1911-1986)

1911 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районне кĕрекен Кăтак (халĕ Первомайски) ялĕнче çуралнă. Малтан ялти пуçламăш, унтан Çĕрпÿри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1930 çулта Шупашкарти стройтехникума вĕренме кĕнĕ. 1932 çулта Горький хулинчи куçăмсăр майпа вĕрентекен коммунистсен университетĕнчен вĕренсе тухнă. Çакăн хыççăн комсомол обкомĕнче тата "Çамрăк большевик" хаçат редакцийĕнче, республикăри истори архивĕнче ĕçленĕ. Вăрçăчченхи пултарулăхĕнче "Парне" тата "Атăл çинче" поэмăсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Çапăçу хирĕнче те юратнă ĕçне пăрахман: тăшмана хăвăртрах çĕнтерме чĕнекен сăвă-юрă сахал мар çырнă, вĕсенчен паллăраххисем: "Ĕмĕр пĕтмĕ аслă халăх", "Çĕнтерÿ юрри", "Шăпи унăн – вилĕм", "Шурă кăвакарчăн", "Тăван ялшăн", "Ялти письмоносец". Вăрçă хыççăн чылай вăхăт хушши Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиоинформаци комитечĕпе "Коммунизм ялавĕ" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1952 çулта "Çамрăк коммунист" хаçат редакцине куçнă, унта 1956 çулччен ĕçленĕ.

Унăн сăввисем тăрăх ачасем валли композиторсем чылай юрă хывнă. Вĕсенчен паллăраххисем: "Хĕллехи савăнăç", "Çуллахи юрă", "Мир кăвакарчăнĕ".

Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Тĕп кăларăмсем: "Атăл çилĕ", "Ăшă салам", "Пирĕн вăхăт", "Савăнăç", "Уçă кăмăл", "Шуçăм çути", "Чĕре сасси", "Костер умĕнче" т. ыт. те.

1986 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.