1919 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Вăрмар районне кĕрекен Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи тулли мар вăтам шкултан, унтан Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухнă, чылай вăхăт хушши Вăрмар районĕнчи "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ.
1939 çулта çара кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл чикĕ хуралĕнче пулнă, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта лекнĕ. Тăшманпа Таллин, Раквере, Нарва, Псков хулисем çывăхĕнче çапăçнă. Моряксемпе тата пограничниксемпе пĕрле пĕрре çеç мар штыкпа атакăна çÿренĕ. Ленинград патĕнче йывăр аманнă, хăрах урасăр тăрса юлнă. Блокадăн мĕнпур терт-асапне чăтса ирттернĕ. Вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе, "Ленинграда хÿтĕленĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă.
1944-1945 çулсенче Шупашкарти парти шкулĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Вăрмарти ФЗУ шкулĕн директорĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ тата районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакторĕ пулнă. 1945-1951 çулсенче Горький хулинчи парти шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ, "Тăван Атăл" альманах редакторĕ пулнă.
Поэзире те, прозăра та ĕçленĕ. Унăн малтанхи сăввисем республикăри хаçат-журналсенче 1947 çулта пичетленме пуçланă. Çыравçă ăсталăхĕ уйрăмах прозăра палăрнă. Вăл калав, повеç, роман, очерк жанрĕсене кăмăлланă. Хăйĕн хайлавĕсенче ял пурнăçне сăнлать, иртнĕ вăрçăра тÿссе ирттернĕ йывăр çулсем çинчен каласа кăтартать. Унăн юратнă геройĕсем – уй-хир ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп пăхакансем, паттăр салтаксем.
Вăтăр çул творчество ĕçĕпе ĕçлесе 30 ытла кĕнеке, повеçсемпе романсем, очерксем тата ача-пăча калавĕсем çырнă. Куçаруçă пулнипе тата çут çанталăка сыхласа хăварас енĕпе çырнă публицистика статйисемпе те паллă.
Обществăлла-литература ĕçне аталантарас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн Халăхсен туслăх орденĕпе, РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн тата Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, "Чăваш АССР халăх çыравçи" хисеплĕ ята панă.
Тĕп кăларăмсем: "Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт", "Виçĕ салтак", "Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр", "Йăмрасем çаплах кашлаççĕ", "Курăксене авса çил вĕрет", "Пирĕн кил", "Салтак чĕри". "Сар çÿçеллĕ сарă тутăр", "Сÿнми çăлтăр", "Çĕмĕрт çеçкере", "Татах килсе кур", "Тăрисем çÿлте юрлаççĕ", "Тăрна сасси илтĕнет", "Тăшман ункинче", "Хветуççа", "Хĕрлĕ кĕпе", "Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ", "Ветер клонит травы", "Запах хмеля", "Красивая ты, рябина", "Шел солдат" т. ыт. те.
1989 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.