Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Артемьев Александр Спиридонович
Артемьев Александр Спиридонович
(1924-1998)

1924 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Элĕк районне кĕрекен Тури Выл ялĕнче çуралнă. 1942 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Центральнăй тата Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Малтан ахаль салтак, кайран кĕçĕн командир пулнă. Нимĕçсен çарĕсене çĕнтернĕ хыççăн Инçет Хĕвелтухăçĕнче Япони самурайĕсене хирĕç çапăçнă. Çапăçусенче виçĕ хут аманнă. Ăна паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕпе, "Хăюлăхшăн", "Кенигсберга илнĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" тата "Японие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă.

Чăвашсен паллă çыравçи, проза ăсти, сăвăçи, тишкерÿçи.

Тăван ялĕнчи вулав çуртĕнче, "Ялав" журнал редакцинче ĕçленĕ. 1947 çулта "Ялав" журналта "Пĕчĕк Лийăн пысăк савăнăçĕ" ятлă малтанхи калавĕ пичетленнĕ. 20 ытла кĕнеке авторĕ. Вăл çырнă повеçсемпе калавсем чăваш литературин ылтăн çÿпçине кĕнĕ. Унăн сăввисем тăрăх композиторсем сахал мар юрă хывнă. Вырăс тата ытти халăх çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕ. Вĕсен шутĕнче А. Пушкин, М. Лермонтов, А. Чехов, Д. Байрон, Г. Гейнекин тата ыттисем.

Чăваш литературине аталантарас ĕçре ăнăçлă ĕçленĕшĕн "Хисеп палли" тата Халăхсен туслăхĕн орденĕсемпе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă, "Чăваш АССР халăх çыравçи" хисеплĕ ята панă (1980).

Тĕп кăларăмсем: "Алтăр çăлтăр", "Ан авăн, шĕшкĕ!", "Салампи", "Сăвăсем", "Симĕс ылтăн", "Суйласа илнисем", "Çăкăр хакĕ", "Çăлтăр çумăрĕ", "Тăвăл умĕн", "Улма йывăç авăнать", "Хунавлах хăрнисем", "Шурă çÿçлĕ хĕр", "Юрату юррисем", "Перед бурей", "Саламби", "Яблони в цвету" т. ыт. те.

1998 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.